Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации

Министр Чăваш Енре пулнă

Чăваш Енре Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ Михаил Мурашко ĕçлĕ визитпа пулнă, Шупашкарти сиплев учрежденийĕсен ĕçĕпе паллашнă, республика ертỹлĕхĕпе районти медицина аталанăвĕн ыйтăвĕсене сỹтсе явнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа пĕрле васкавлă медпулăшу больницинче пулнă май Михаил Мурашко Раççей тата Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕн министерствисен бюджет учрежденийĕн çĕнĕ йышăну уйрăмĕн çуртне тăвас

Подробнее

Уй-хире тухма вăхăт

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, инженерипе агрономи службисем, вырăнсенчи территори пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăннипе тунтикун акана тухас умĕнхи йăлана кĕнĕ округ шайĕнчи анлă канашлу пулса иртнĕ. Унăн ĕçне округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пĕтĕмлетнĕ. Кăçалхи канашлăва Кĕçĕн Таяпари Борис Головин хресчен (фермер) хуçалăхĕнче йĕркелеме шут тытни ахальтен мар. Мĕншĕн тесен

Подробнее

Ĕçченсен хĕрỹ тапхăр

Çак кунсенче "Труд" хуçалăхра пулса кунти ĕçченсем çурхи ака ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнипе паллашма тỹр килчĕ. Валерий Германов ертỹçĕ пире хапăл туса кĕтсе илчĕ. Чи малтанах производство кооперативĕн техника паркне чарăнтăмăр. Кунта ĕç вĕресе тăни тỹрех куç тĕлне пулчĕ. Уй-хире илсе тухма хатĕр тракторсене, акана хутшăнакан агрегатсене пĕр рете вырнаçтарса лартнă. -

Подробнее

Салтак ентешсене — Хисеп хучĕсем

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Леонард Левый канашлăва ырă хыпартан пуçларĕ. Елчĕк муниципалитет округĕн çамрăкĕсем ятарлă çар операцине хутшăнса салтак тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ. Вĕсем паттăрлăхпа палăрса наградăсене, Тав хучĕсене час-час

Подробнее

Çивĕч ыйтусене çĕкленĕ

Округра пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Информаци ушкăнне округ администрацийĕн пуçăлăхĕн çумĕ - экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова тата ДПМК "Яльчикское" ООО директорĕ Вячеслав Сядуков ертсе пынă. Ертỹçĕсем чи малтанах округ администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче вырăнти тата территори пайĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Калаçу Пĕрлехи информаци кунĕн

Подробнее

Кросс вăйлисене палăртрĕ

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Космонавтика кунĕнче, Елчĕкре округри чи пĕлтерĕшлĕ те массăллă спорт ăмăртăвĕ - "Елчĕк ен" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çурхи пĕрремĕш кросс иртрĕ. Пасар территорине, ăмăрту вырăнне, çуран чупма юратакансем 11 сехетченех пуçтарăнма пуçларĕç. Старта тухиччен вăхăт пуррипе усă курса пĕрисем çине тăрсах тĕрлĕ хускану турĕç, теприсем, çăмăл чупупа, асфальт

Подробнее

Мăн асанне — «вăрçă ачи»

Манăн мăн асанне Раиса Германовна Федорова 1936 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче Герман Николаевич Николаев хресчен çемйинче çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă вăхăтра вăл пилĕк çулта пулнă. Мăн асанне мĕн çуралнăранпах хăйĕн тăван ялĕнчех пурăнать. Раиса Германовна вăрçă пуçламăшĕнчи тапхăра амăшĕ (Серафима) каласа панă тăрăх çеç

Подробнее

Янăрарĕ хут купăс сасси

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Елчĕкри культурăпа кану çуртĕнче Олег Николаевич Мустаева асăнса регионсен хушшинчи купăсçăсен "Янра, хут купăс" фестивалĕ иртрĕ. Пурĕ 140 çынна пуçтарчĕ вăл. Елчĕк округĕнчи Çĕнĕ Эйпеçре çуралса ỹснĕ, Чĕмпĕр облаçĕнче ĕçлесе пурăннă, пĕтĕм чăваш тĕнчипе паллă, чăваш чĕлхине, культурине, йăла-йĕркисене упраса аталантарассишĕн чунне парса ĕçленĕ О.Н.Мустаева хисеплесе Пенза, Пермь,

Подробнее

Чăваш Ен Пуçлăхĕпе — тỹрĕ лини

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев апрелĕн 9-мĕшĕнче 18.00 сехетре "Тỹрĕ лини" ирттернĕ. Вăл 2 сехет те 27 минута тăсăлнă. Ăна унăн телеграм-каналĕнче, "ВКонтакте" социаллă сетьри страницăра, "Чăваш Республики" ушкăнра, Наци телевиденийĕпе курма, Наци радиовĕпе итлеме пулнă. Колл-центр 150 ытла ыйту йышăннă. Май пуррипе усă курса республикăра пурăнакансем, паллах, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене

Подробнее

«Ял пурнăçне юрататăп»

Ял пуласлăхĕ çамрăксенче тетпĕр. Вĕсем яла юлсан ял малашлăхĕшĕн пăшăрханмалла мар. Дмитрий Трофимов "АСК-Яльчики" агрофирмăра агрономра тăрăшать. Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче агронома вĕренекенскер кунта та виççĕмĕш çул. Асăннă хуçалăхра пулнă май çамрăк агрономпа хаваспах калаçрăмăр. Унпа эпир иртнĕ çулах паллашнăччĕ. Çамрăкран хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пама ыйтрăмăр. - Пирĕн предприяти ĕçĕ-хĕлне

Подробнее